hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
http://joomla25.ru/shablony/ - joomla 2.5 шаблоны

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ пултаруллă çамрăксене пулăшас, чăваш культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе «Чăваш пики – 2021» («Чувашская красавица – 2021») ăмăрту йĕркелесе ирттерчĕ. Конкурса хутшăнакансен кăмăлне çĕклеме, вĕсене хавхалантарма ЧППУри сапăрлăх тата социаллă ĕç ыйтăвĕсемпе ĕçлекен проректор Ольга Михайловна Лукичева хапăл турĕ. Чăваш тата вырăс филологийĕн деканĕ Татьяна Витальевна Денисова пикесене ăнăçу сунчĕ.

 

 

 

 

 

 

30 апреля на факультете был проведён Всероссийский открытый урок по  основам  безопасности  жизнедеятельности,  посвященный памятной дате – 35-летию со дня аварии на Чернобыльской АЭС, Дню пожарной охраны, празднованию Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг.

В ходе Урока кураторами и наставниками групп профилей «Русский язык и литература», «Мировая художественная культура и иностранный (английский) язык» были рассмотрены вопросы безопасного отдыха детей в летний период, правила поведения в природной среде, в том числе на водных объектах, действия при возникновении или угрозе возникновения чрезвычайных ситуаций природного и техногенного характера в местах массового пребывания людей.

 

Чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2021» акци ирттереççĕ. Вăл 2021 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм хулапа ялта иртмелле.

Диктант çырас кăмăллисене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 5-мĕш вĕренÿ çурчĕн 201-мĕш пÿлĕмĕнче 13.00 сехетре кĕтетпĕр.

 

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи  чăваш тата вырăс филологийĕн  факультечĕ ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина  ирттерчĕ.  Викторинăна Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вĕренÿ учрежденийĕсенчен, колледжсемпе техникумсенчен, аслă шкулсенчен пурĕ  2036 çын хутшăнчĕ. Вĕсем кашниех ыйтусене хуравланă хыççăн çийĕнчех хăйсен пултарулăхне тата  пĕлĕвне тивĕçÿллĕ хаклавлă сертификатсене тивĕçрĕс. Сертификатсене электрон майпа тÿрех уçласа илме пултарчĕç.

Онлайн викторина чăваш чĕлхине юратакансен йышĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине  вĕрентекенсене çитĕнекен ăрăва викторинăна явăçтарнăшăн пысăк тав калатпăр. Малашне те педуниверситет, факультет, кафедра ирттерекен ытти мероприятисене те хастар хутшăнасса шанатпăр.

28 апреля на факультете чувашской и русской филологии состоялась открытая онлайн-лекция Павлины Кулагиной, сотрудника университета имени Гумбольдтов в Берлине, занятой в проекте «Berliner Repertorium” (онлайн база данных средневековых немецких переводов латинских литургических песен). Она рассказала слушателям об особенностях иллюминированных рукописей в женских монастырях Германии, уделив особое внимание роли миниатюр в молитве монахинь.

 

 

 

 

 

Joomla templates by a4joomla