hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
http://joomla25.ru/shablony/ - joomla 2.5 шаблоны

Культурная журналистика

Кафедра литературы и культурологии Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева приглашает слушателей на курсы дополнительного образования «Культурная журналистика» (144 часа).
Курсы предназначены для тех, кто хочет писать о культуре, кто уже занимается журналистикой. В программе мастер-классы ведущих специалистов журналов, радио и телевидения, тренинги и семинары.
Стоимость обучения – 4000 руб.
Выпускники получают свидетельство установленного вузом образца.
Занятия проводятся по пятницам в 15.30 по адресу г. Чебоксары, Президентский бульвар, д. 19а (учебный корпус № 5 ЧГПУ), 303 ауд.
Запись на курсы по телефону: 8-919-674-01-03 (Никитина Александра Валерьевна).

Занятия по подготовке к ЕГЭ

С 1 октября начались занятия по подготовке к ЕГЭ и олимпиадам в Центре элитарного образования на историко-филологическом факультете. Занятия проводятся квалифицированными преподавателями в небольших группах по 10-15 человек, 1 раз в неделю. Направления подготовки: обществознание, история, физика, русский язык, литература. Стоимость 4-х занятий составляет 500 рублей.

 

Ăслăлăх фестивалĕ вăй илсе пырать...

Юпа уйăхĕ пирĕн университетра Раççей шайĕнчи ăслăлăх фестивалĕн ĕçĕсемпе палăрса тăрать. Çавна май юпан 7-мĕшĕнче чăваш чĕлхи кафедрин доценчĕ Николай Николаевич Осипов «Чăваш литературинчи ĕç çыннин сăнарĕ» темăпа уçă лекци ирттерчĕ. Ĕç - пурнăç тыткăчи, унăн вăй-хăвачĕ. Этем чи малтанах ĕçпе илемлĕ. Çĕршывăмăрпа тăван халăхшăн мĕн чухлĕ тăрăшарах ĕçлетĕн, чыс-хисеп те, ăнăçупа телей те çавăн чухлĕ пысăкрах пулĕ. Çак тĕп енсене мала лартса ĕçленĕ те чăваш çыравçисем ĕмĕр тăрăшшĕпех. Вĕсем чăваш çыннин, тăван халăхăн ĕçри çитĕнĕвне куллен хăйсен хайлавĕсенче çутатнă.

Подробнее: Ăслăлăх фестивалĕ вăй илсе пырать...

Юбилей ячĕпе саламлатпăр!

Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче чăваш халăхĕн маттур хĕрĕ, халăхăмăрăн ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçлекен педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ Игнатьева Валентина Ивановна хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Ĕçлеме пуçланăранпа мĕн чухлĕ кĕнеке кăларман пулĕ вăл! Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçнелле республикăри хуласенчи шкулсенче ачасене чăвашла вĕрентме пуçлаççĕ.  Валентина Ивановнăна çак пархатарлă ĕçе пуçлакансенчен пĕри тесе çирĕппĕнех калама пулать. Çамрăк педагог вырăсла калаçса ÿсекен ачасене чăваш чĕлхине вĕрентессишĕн ырми-канми тăрăшать, пуçламăш классем валли пичетлесе кăларнă  учебниксемпе пособисен, меслетлĕх кĕнекисен  авторĕ пулса тăрать. Вĕсем ăста меслетçĕн 40 яхăн. Акă вăтăр çул ытла иртрĕ ĕнтĕ Валентина Ивановна вăй хуракан пултарулăх ушкăнĕ хатĕрленĕ кĕнекесемпе вырăс шкулĕсенче ачасене чăваш чĕлхи вĕрентме пуçланăранпа. Сăмах май каласан, асăннă учебниксене, меслетлĕх кĕнекисене авторĕсем темиçе хут та çĕнетсе кăларчĕç.  Хальхи вăхăтра Валентина Ивановна учительсене пулăшас тĕллевпе хăйĕн ĕçĕсенче шкул практикинче ку таранччен тунă çитĕнÿсене системăна кĕртет, çĕнĕ шухăшсемпе пуянлатать. Пĕрле ĕçлекенсем Валентина Ивановнăна, педагогика ăслăлăхĕсен кандидатне, Раççей Федерацийĕн аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченне, юбилей ячĕпе чĕререн саламлаççĕ, ырлăх-сывлăх, пархатарлă ĕçре пысăк çитĕнÿсем сунаççĕ.

Итоги конкурса

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкне халалланă «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç» республика шайĕнчи конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне пĕтĕмлетрĕ. Конкурса чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине шкулта вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем сунатпăр.

Итоги конкурса

 

Joomla templates by a4joomla