hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
http://joomla25.ru/shablony/ - joomla 2.5 шаблоны

Названы победители республиканского фестиваля «Студенческая весна – 2019»

19 апреля состоялся гала-концерт республиканского фестиваля «Студенческая весна – 2019», на котором были представлены лучшие творческие номера студентов республики. Хотелось бы поздравить студентов нашего факультета, занявших 3 место в номинации «Уличные танцы (Ансамбль)» с номером «Black black candy», а также Скворцову Ксению, получившую диплом за 3 место в номинации «Художественное слово» с произведением «Артистка».

Межрегиональный фестиваль-конкурс национального костюма «Золотая россыпь веков»

19 апреля студенты 3 курса профиля «Русский язык» стали участниками гала-концерта Межрегионального фестиваля-конкурса национального костюма «Золотая россыпь веков» в рамках празднования 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области в Чувашской Республике. Вниманию зрителей были представлены коллекции национальных костюмов разных народов.

Встреча с Максимом Курленко

22 апреля в университете стартовало мероприятие, посвященное памяти великого чувашского просветителя Ивана Яковлевича Яковлева, получившее название «Неделя духовно-нравственного развития». Сегодня настоятель храма Сретения Господня с. Чемурша священник Максим Курленко провёл встречу с первокурсниками ФЧиРФ и ФИУиП, в которой рассказал про веру в Бога в контексте «Духовного завещания чувашскому народу» И. Я. Яковлева. Беседа шла о личности Ивана Яковлевича Яковлева, просветителя чувашского народа, о его крепкой вере, отразившаяся в дальнейшем в трудах просветителя, одним из которых является перевод Нового Завета на чувашский язык.

 

ÇĔНĔ КĔНЕКЕ ХĂТЛАВĔНЧЕ

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн студенчĕсем Валери Владимирович Туркай нумай пулмасть çеç кун çути кăтартнă «ЧĔРЕМЕ ЮРАТМА ЧАРАЙМĂН» сăвă кĕнекин хăтлавĕнче çĕрте пулса курчĕç. Кĕнекене юлашки 5-6 çулта çырнă сăвăсем кĕнĕ.
Чăваш халăх поэчĕн пултарулăхĕ тĕрлĕ ÿсĕмри вулакана кăсăклантарать. Студентсем те Туркай пултарулăхне уйрăмах кăмăлланине шута илсе педагогика университечĕ чăваш чĕлхипе литературин пулас учителĕсене поэтпа тĕл пултармалли тĕрлĕ майсемпе мелсене усă курать. Хальхинче те паллă поэт кĕнекине хăтланă çĕре чăваш уйрăмĕн 2-мĕш курс студенчĕсем ушкăнĕпех кайрĕç. Вĕсем, маларах асăннă кĕнекепе паллашнăскерсем, сăвăç пултарулăхне паянхи вулакан тата чăваш интеллигенцийĕ еплерех йышăннине тата хакланине сăнарĕç. Тĕпчевçĕсемпе çыравçăсем, библиотекăпа шкул ĕçченĕсем, вулакансем поэт сăмахне еплерех йышăннине, Туркай хускатнă шухăш-кăмăлпа ĕмĕт-тĕллев паянхи кун пурнăçа еплерех витĕм кÿнине итлерĕç. Кĕнеке уявĕнче поэт хăй вуланă сăвăсене итлеме уйрăмах кăмăллă пулчĕ.
Халăх поэчĕн вулаканпа калаçмалли пурах. Нумай ыйтăва çивĕч куçпа пăхать сăвăç. Поэт чĕрине хумхантаракан ыйтусем унăн çулăмлă сăввисенче ÿкерĕннĕ. Çеçпĕлле вĕрилĕх тапса тăракан сăвăç кĕнекин хаклавĕ студентсене килĕшрĕ.
Эрбина Портнова: «Эпĕ поэтсем хăйсен сăввине хăйсем вуланине итлеме питĕ кăмăллатăп. Туркай вулани тата та ытларах килĕшет, мĕншĕн тесен вăл кашни сăмаха чун витĕр сăрхăнтарса кăларать. Çÿлтен аслати янăранă пек янăрать унăн сасси. Тата Туркай сăмаха тÿррĕн калама пултарни те кăмăла каять. Пур поэт та ун пек тума пултараймасть».
Татьяна Тихонова: «Туркай сăввисен илемлĕхпе сăнарлăх тĕнчине хаклакансен сăмахĕсене итлеме килĕшрĕ. Унăн вулаканĕсен хушшинче тем тĕрлĕ çын та пур иккен. Профессортан пуçласа тренер, çĕр ĕçченĕпе тракторист т.ыт. те. Мана хăтлавра пулма питĕ килĕшрĕ».

СТУДЕНТСЕМ ПОЭТЕССĂПА ТĔЛ ПУЛЧĔÇ

Çак кунсенче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче ăс пухакан студентсем ку чухнехи чăваш хĕрарăм сăвăçисенчен чи тухăçлă ĕçлекен Раиса Васильевна Сарпипе тĕл пулчĕç. Поэзи анине иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех килсе кĕнĕскер, хăйĕн пултарулăх çул-йĕрне аталаннăçем аталантарса пырать вăл. Сăвă-юрă хайланипе пĕрлех поэтесса хамăр тăван литература эткерне халăх хушшинче сарас, ăна пропагандăлас тесе нумай ĕçлет. Обществăлла чылай ĕçе хастар хутшăнать. Раиса Васильевнăна хăнана йыхравлаканĕ - вырăс тата чăваш чĕлхисен кафедрин доценчĕ Н.Н. Осипов. Вăл Раиса Сарпи пултарулăхне 3-мĕш курссемпе пăхса тухнă май уçă урок ирттерсе пултаруллă сăвăçа студентсемпе курнăçтарма шут турĕ.
Чăваш сăмах ăстин çамрăк тусĕсене каласа памалли, поэзи тĕнчин авăрне илсе кĕмелли, сăвă çырас хăйне евĕрлĕхсемпе паллаштармалли темĕн чухлех. Пулас филолог вĕрентекенсене поэтесса хăй поэзи çулĕ çине еплерех тухнинчен пуçласа пурнăçра курма тÿр килнĕ тĕрлĕ йывăрлăха еплерех çĕнтерсе пыма май тупни çинчен те калса пачĕ. Çавăн пекех хĕрарăм сăвăçран çамрăк хĕр упраç пурнăçри вырăна тупас, юрату хĕлхемне упраса хăварас т.ыт. нумай-нумай ыйту тупсăмне ыйтса пĕлчĕ, сÿтсе яврĕ. Ăш пиллĕ поэзи тĕпелĕнче Раиса Васильевна сăввисем тĕрлĕ чĕлхепе янăрарĕç, сăвăç сăмахĕсенчен кĕвĕленĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Студентсем те тĕлпулăва аван хатĕрленчĕç. Вĕсем Сарпи сăввисене илемлĕ вуларĕç, тишкерчĕç, çыравçă кун-çулĕпе паллаштаракан презентацие тишкерчĕç.

Joomla templates by a4joomla