hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
http://joomla25.ru/shablony/ - joomla 2.5 шаблоны

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» иртрĕ

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне халăх йышлă пухăнчĕ. Вĕсем кунта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017» акцие хутшăнма пуçтарăнчĕç. Ăна Чăваш Енри Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Ĕç-пуç яланхиллех залра чăваш халăхĕн гимнĕ „Аки-сухи“ янранинчен пуçланчĕ. Диктант çырма пухăннисене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн проректорĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Татьяна Николаевна Петрова, Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Николаевна Федорова саламласа ăнăçу сунчĕç. Кăçалхи диктант текстне паллă этнопедагогăн Геннадий Никандрович Волковăн „Ăслă ача“  хайлавĕнчен илнĕ.  Ăна вулаканĕсем - Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Александрова Наталия Викторовна тата Шупашкар хулин 50-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Кузьмин Валерий Алексеевич пулчĕç. 

 

 

Круглый стол "Экология культуры"

21 апреля 2017 года на историко-филологическом факультете в рамках II Всероссийского культурологического форума "Никоновские чтения" состоялось заседание круглого стула "Экология культуры". В рамках круглого стола поднимались вопросы экологии культуры и языка, сохранения историко-культурного наследия в Чувашской республике, проблемы телесности в культуре и искусстве. Участниками круглого стола стали начальник управления научной и инновационной деятельности Г. М. Лохонова, заведующая кафедрой управления развития общего образования ЧРИО Л. В. Соколова, доцент Чебоксарского института Московского политехнического университета О. Ю. Сергеева, доцент кафедры гуманитарных дисциплин и иностранных языков ЧГУ им. И.Н. Ульянова Л. Е. Корсакова, главный хранитель ЧГХМ Г. Г. Исаев, старший научный сотрудник ЧГХМ М. В. Готлиб, а также представители историко-филологического факультета. Круглый стол был посвящен памяти доцента кафедры литературы и культурологии Никоновой Галины Леонидовны, которая последовательно проводила в жизнь задачу культурного развития молодого поколения, учащейся и студенческой молодежи республики и региона. Заседание круглого стола транслировалось в режиме видеоконференцсвязи. По итогам круглого стола было принято решение обобщить предложения, высказанные в ходе заседания и присылаемые интернет-участниками круглого стола. 

«Ворошиловский стрелок»

19 апреля 2017 года в 5-ом корпусе ЧГПУ им. И.Я. Яковлева прошёл VII этап IV Синхронного чемпионата России по игре «Интеллектуальное шоу «Ворошиловский стрелок» в Чувашской Республике. Игра прошла достаточно быстро и легко. Во время турнира в аудиториях царила атмосфера общего лёгкого недоумения по поводу вопросов, но это не мешало участникам давать правильные ответы и получать наслаждение от процесса игры. Выражаем благодарность за участие командам из ЧГПУ: Д.Н.О, Ликбез, РиСОшки, Эленберг, 5+. Ждём всех желающих на следующих играх! 

Информация из группы "В контакте" https://vk.com/x_chgpu

 

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017

Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа 2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси. Пĕтĕм чăваш диктантне икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать: хăнăхнă мелпе тата радио итлесе. Хăнăхнă мелпе çырма кăмăл тăвакансене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201-мĕш пÿлĕм) 12 сехет те 50 минут тĕлне кĕтетпĕр. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акцие Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын хутшăнасса шанатпăр.

 

Я.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ЧĂВАШ ПИКИне палăртрăмăр

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультечĕ чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Ираида Геннадиевна Яковлева тăрăшнипе «Чăваш пики – 2017» конкурс ирттерчĕ. Ăмăрту пултаруллă çамрăксене пулăшас, чăваш культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе Чăваш чĕлхи кунне халалласа иртрĕ. Уява И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕн тивĕçне пурнăçлаканĕн, Владимир Николаевич Иванов профессорăн, сăмахĕ илем кÿчĕ. Вăл уява хутшăнакансене саламласа ăнăçу сунчĕ, конкурс чăвашлăха аталантарас ĕçре пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Историпе филологи факультечĕн деканĕн Анна Анатольевна Скворцован ăшă сăмахĕсем те чăваш хĕрĕсене хавхалантарчĕç. Жюри членĕсен ячĕпе Чăваш наци конгресĕн хастарĕ Геронтий Лукиянович Никифоров та сăмах илчĕ. Вăл университет ректорачĕн тăван халăх аталанăвĕнчи  тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ, çывăх вăхăтра чăваш тата вырăс филологийĕсен факультетне ĕçлеттерсе яма майсем туса панăшăн тав турĕ, чăвашсен пархатарлă йăли-йĕркине малалла та ăнăçлăн тăсма пиллерĕ, пикесене вара уява хутшăнма кăмăл тунăшăн ырларĕ, ăнăçу сунчĕ. 

Подробнее: Я.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ЧĂВАШ ПИКИне палăртрăмăр

Joomla templates by a4joomla