hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ĕçченĕсем Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче иртнĕ «Юрий Ефимов тата чӑваш филологийӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем» анлӑ ларăва хутшăнчĕç.  Унта Ефимов Юрий Филиппович чĕлхеçе аса илчӗҫ. Хăй вăхăтĕнче вăл Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ, каярах тăван аслă шкулăн студенчĕсене чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсене курма хăнăхтарнă. Анлӑ ларура чĕлхеçĕпе çыхăннă самантсем пирки  В.И. Сергеев, М.И. Скворцов, Н.И. Егоров, П.Я. Яковлев, Е.Ф. Васильева, А.С. Егорова ăсчахсем каласа пачĕç, студент вăхăтĕнчи аса илÿсемпе чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Тамара Васильевна Артемьева паллаштарчӗ. Юрий Филиппович — 30 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Вӑл пуҫарса янипе хальхи вӑхӑтра «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» хатӗрлеҫҫӗ. 2 томӗ тухнӑ.

 

Joomla templates by a4joomla