hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Юпа уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх министерстви патшалăх чĕлхисене аталантарас тата халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе Раççей республикисен патшалăх чĕлхисемпе чылай регионта олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрне ирттерчĕ. Чăваш чĕлхи олимпиадин регион тапхăрĕ Шупашкарта юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртрĕ. Унта хутшăнакансем хăйсен пĕлĕвне тĕрлĕ енчен кăтартрĕç: тест ыйтăвĕсене хуравларĕç, эссе çырчĕç, чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла илемлĕ текст куçарчĕç. Тест ыйтăвĕсем чĕлхепе çыхăннă саккунсене, тăван чĕлхе теорийĕн ыйтăвĕсене пĕлнине хаклама май пачĕç. Олимпиадăна хутшăнакансене 4 ушкăна пайласа ĕçлеттерчĕç: 10-мĕш класс ачисем, 11-мĕш класс ачисем, техника тата çут çанталăк факультечĕсен студенчĕсем, гуманитари факультечĕсен студенчĕсем. Пирĕн факультет студенчĕсем тăваттăмĕш ушкăнра хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Унти 66 студент хушшинче «Тăван чĕлхепе литература, вырăс чĕлхи» профильпе 4-мĕш курсра ăс пухакан Сурская Ирина Владимировна çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Призерсем йышĕнче Бельская Анастасия Васильевна,  Маркова Анна Владимировна, Ермолаева Елена Николаевна,  Трофимова Марта Юрьевна,  Иванова Кристина Вадимовна, Прокопьева Александра Владимировна,  Тарасова Анастасия Петровна,  Ашуркина Светлана Вонефатьевна,  Кулакова Юлия Александровна пулчĕç. Эпир вĕсене саламлатпăр, тав тăватпăр, вĕсемпе мухтанатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сывлăх, ăнтăлу сунатпăр! 

 

Joomla templates by a4joomla