hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Кӑçал республикӑра ӗç çыннине халалланӑ тӗрлӗ мероприятисем тӑтӑшах пулса иртеççӗ. Чӑваш Республикин пуçлӑхӗ М. Игнатьев хӑйӗн саламлӑ çырӑвӗсенчен пӗринче çакӑн пек шухӑш каланӑ: «Чӑваш Ен халӑхӗ мӗн авалтан хӑйӗн ӗçченлӗхӗпе палӑрса тӑнӑ. Пирӗн несӗлӗмӗрсем нумай ӗçленӗ тата пире халӑх ӑсӗ вӗрентнӗ пек пурӑнма пилленӗ. Этем хӑйне шеллемесӗр тухӑçлӑ ӗçлени – кашни çын пурнӑçӗнчи ӑнӑçу никӗсӗ, Чӑваш Ен чечекленӗвӗн палли». Пуçлӑх сӑмахӗсем литература хайлавӗсенче те тӳрремӗнех уçӑмланаççӗ. Шӑпах çакна шута илсе ӗнтӗ Чӑваш Республикин Наци библиотекипе пӗрле Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри «Чӑваш литературинчи ӗç теми тата ӗç çыннин сӑнарӗ» ятлӑ уçӑ лекцисен ярăмне ирттерме килӗшӳ тунӑ. Акӑ, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Ольга Владимировна Скворцова доцент республикӑн тӗп вулавӑшӗнче черетлӗ лекци вуларӗ. Вӑл хӑйӗн докладӗнче ӗç теми тата ӗç çыннин сӑнарӗ чӑваш драматургийӗнче еплерех сӑнарланни çинчен каласа пачӗ. Унӑн сӑмахне Наци библиотекин ӗçченӗсемпе пӗрле историпе филологи факультечӗн пӗрремӗш тата виççӗмӗш курс студенчӗсем ӑша хыврӗç. Мероприятие йӗркелекенсем çакӑн пек тӗл пулусем усӑллӑ та кирлӗ пулнине палӑртрӗç, туслӑ çыхӑнусем малашне те тӑсӑласса шантарчӗç.     

 

Joomla templates by a4joomla