hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче Чăваш наци конгресĕ "Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул" конкурс пĕлтернĕччĕ. Конкурса хутшăнма Чăваш Республикинчи 17 шкул кăмăл турĕ. Çак кунсенче жюри пайташĕсем, Чăваш наци конгресĕн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн наци вĕренĕвĕн пай пуçлăхĕ Ирина Степанова, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогикa yниверситечĕн доценчĕ Татьяна Денисова, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Алена Иванова тата Шупашкарти 29-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Вера Фомина, конкурса ярса панă ĕçсене тишкерчĕç. Вĕсем 17 шкултан 5 шкул суйласа илчĕç. Пилĕк шкултан кашниех хăй евĕрлĕх пуррипе палăрать: пĕри республикăри этнокультурăпа çыхăннă тĕрлĕ проектпа сăнавлă ĕçлет, тепри шкул ачисене ал ĕç ăсталăхне алла илме вĕрентнипе палăрать, класс тулашĕнчи чăвашлăхпа çыхăннă ĕçсене ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшне хастар явăçтарать, виççĕмĕшĕ этнокультура мероприятийĕсене тухăçлă ирттерет, тăваттăмĕшĕ общественноçа чăваш чĕлхипе тата культурăпа кăсăклантарма пултарать, пиллĕкмĕшĕ ачасен çуллахи канăвне чăвашлăхпа ăнăçлă çыхăнтарса йĕркелет. Хальхи вăхăтра ăмăртăвăн иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Жюри «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс чыславне кăçалхи чӳк уйăхĕн иккĕмĕш çурринче ирттерме палăртрĕ.

Joomla templates by a4joomla