hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

 

Юпа уйăхĕ пирĕн университетра Раççей шайĕнчи ăслăлăх фестивалĕн ĕçĕсемпе палăрса тăрать. Çавна май юпан 7-мĕшĕнче чăваш чĕлхи кафедрин доценчĕ Николай Николаевич Осипов «Чăваш литературинчи ĕç çыннин сăнарĕ» темăпа уçă лекци ирттерчĕ. Ĕç - пурнăç тыткăчи, унăн вăй-хăвачĕ. Этем чи малтанах ĕçпе илемлĕ. Çĕршывăмăрпа тăван халăхшăн мĕн чухлĕ тăрăшарах ĕçлетĕн, чыс-хисеп те, ăнăçупа телей те çавăн чухлĕ пысăкрах пулĕ. Çак тĕп енсене мала лартса ĕçленĕ те чăваш çыравçисем ĕмĕр тăрăшшĕпех. Вĕсем чăваш çыннин, тăван халăхăн ĕçри çитĕнĕвне куллен хăйсен хайлавĕсенче çутатнă. Илемлĕ литературăн кирек хăш тапхăрĕнче те ĕç çыннин сăнарĕ пархатарлă сăнарсен йышĕнче пулнă. Ĕç çыннин сăнарĕ яланах  вĕресе тăракан пурнаçăн тĕп паллисене кăтартнă çĕрте пулнă, çивĕч кĕрешÿре, вăйлă характерсенче аталаннă. ХХ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче вăй илсе аталаннă çак сăнар чылай сăмах ăстине пултарулăхăн çул-йĕрне аталантармалли çăлкуç пулса тăнă. Уйăп Мишши, Л. Агаков, Хв. Уяр, Илле Тăхти, Василий Алентей т. ыт. çыравçăсем, шăпах, ĕç илемĕн тĕнчине çутатса чапа тухнă теме пулать.  Очеркпа калав жанрĕсенчен вăй илсе аталаннă тема литература ĕречĕн  пур тĕсĕсемпе жанрĕнче те палăруллă утăмсем тунă. Çĕршывăмăрăн ХХ ĕмĕрĕн малтанхи çурринчи капашсăр пысăк стройкăсемпе ял хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсемпе ĕмĕт тĕллевĕн паха енĕсене çутаттассине мала кăларма очеркпа калав жанрĕ чухах пулнă. Колхозсемпе совхозсенчи хайсен ĕçĕнчи чăн ăстасен, тĕнче пĕлтерĕшлĕ стройкăсенчи «стахановецсен» çитĕнĕвĕсен портречĕсем куллен хаçат журнал страницисем çинче пулнă хăй вăхăтĕнче. Алексей Талвир, Юхма Мишши, Л. Таллеров, А. Емельянов, Г. Краснов, Г. Желтухин очерк-калавĕсемпе повесть романĕсем чăваш илемлĕ литературин ылтăн çÿпçине кĕрсе вырнаçнă хайлавсем  пулса тăчĕç.  Шупашкарти трактор тăвакан, агрегат завочĕсене хăпартни,  пир-авăр комбиначĕн пархатарлă кун-çулĕ, Шупашкар ГЭСĕн çути т. ыт. нумай пулăмпа ĕç-пуç, хастар яш-кĕрĕм сăнарĕ «Сăпка юрри»,  «Никĕс»,  «Хĕрсем пурçăн тĕртеççĕ», «Кĕвĕçекене кĕве çиет», «Пинеслу çăлкуçĕ», «Ылтăн ту», «Хирте вĕршĕнсем вĕçеççĕ» хайлавсенче ĕмĕрлĕхех ÿкерĕнсе юлнă. Вĕсен хастар та çивĕч ĕçĕ, ăсĕ-тăнĕ, ĕмĕчĕ-тĕллевĕ хăй вăхăчĕн вулаканĕсене çеç мар, паянхи çыншăн та кăсăклă. Уçă лекцие историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕн студенчĕсем, преподавательсем тата  çыравçăсем хутшăнчĕç. 

 

Joomla templates by a4joomla