Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче чăваш халăхĕн маттур хĕрĕ, халăхăмăрăн ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçлекен педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ Игнатьева Валентина Ивановна хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Ĕçлеме пуçланăранпа мĕн чухлĕ кĕнеке кăларман пулĕ вăл! Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçнелле республикăри хуласенчи шкулсенче ачасене чăвашла вĕрентме пуçлаççĕ. Валентина Ивановнăна çак пархатарлă ĕçе пуçлакансенчен пĕри тесе çирĕппĕнех калама пулать. Çамрăк педагог вырăсла калаçса ÿсекен ачасене чăваш чĕлхине вĕрентессишĕн ырми-канми тăрăшать, пуçламăш классем валли пичетлесе кăларнă учебниксемпе пособисен, меслетлĕх кĕнекисен авторĕ пулса тăрать. Вĕсем ăста меслетçĕн 40 яхăн. Акă вăтăр çул ытла иртрĕ ĕнтĕ Валентина Ивановна вăй хуракан пултарулăх ушкăнĕ хатĕрленĕ кĕнекесемпе вырăс шкулĕсенче ачасене чăваш чĕлхи вĕрентме пуçланăранпа. Сăмах май каласан, асăннă учебниксене, меслетлĕх кĕнекисене авторĕсем темиçе хут та çĕнетсе кăларчĕç. Хальхи вăхăтра Валентина Ивановна учительсене пулăшас тĕллевпе хăйĕн ĕçĕсенче шкул практикинче ку таранччен тунă çитĕнÿсене системăна кĕртет, çĕнĕ шухăшсемпе пуянлатать. Пĕрле ĕçлекенсем Валентина Ивановнăна, педагогика ăслăлăхĕсен кандидатне, Раççей Федерацийĕн аслă професси вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченне, юбилей ячĕпе чĕререн саламлаççĕ, ырлăх-сывлăх, пархатарлă ĕçре пысăк çитĕнÿсем сунаççĕ.
Юбилей ячĕпе саламлатпăр!
- Подробности
- Просмотров: 847