И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкне халалланă «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç» республика шайĕнчи конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне пĕтĕмлетрĕ. Конкурса чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине шкулта вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем сунатпăр.