hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультечĕн студенчĕсем туллин те пур енлĕн аталанса пыччăр тесе аслă шкулта тăрăшакансем тимлĕхе çухатмаççĕ. Вĕрентÿпе воспитани ĕçне  пуянлатас, пулас вĕрентÿçĕсен тавра курăмне анлăлатас тесе преподавательсем тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ. Йăлари лекципе хăнăху занятийĕсемсĕр пуçне студентсем куллен тĕп хуламăрта иртекен тĕрлĕ мероприятире пулаççĕ, вĕренÿпе ăслăлăхри çĕнĕ çитĕнÿсемпе паллашаççĕ.
Çак  кунсенче  педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче хăнара чăваш халăх çыравçи  Юхма Мишши пулчĕ. 300 ытла кĕнеке авторĕн пулас чăваш чĕлхипе литературин учителĕсене каласа памалли пайтах. Чăваш литературин историйĕпе аталанăвĕн кун-çулне, илемлĕ хайлавăн сăнарлăхпа илем тĕнчин вăрттăнлăхĕсене халăх писателĕ ята тахçанах тивĕçнĕ тĕнчипе паллă Юхма Мишшинчен аванрах кам каласа парайтăр студентсене. Юхма Мишшишĕн педагогика университечĕ пĕрре те ют мар. И.Я. Яколвевăн халалне çÿлте тытакан аслă шкулта пĕлÿ илсе пурнăçăн анлă та пархатарлă çÿлĕ çине тăнă Михаил Николаевич. Педуниверситетран  (ун чухне институт)   вĕренсе тухни çур ĕмĕр ытла иртнĕ пулин те çыравçă калаçăва хăй çак аслă шкулта вĕреннĕ самантсене аса илнинчен пуçларĕ. Пулас çыравçа тăван халăх сăмахлахĕпе, литературипе, историĕпе  кăсăкланма, шăпах, педагогика институчĕн ĕçченĕсем  пулăшнине ăшшăн аса илчĕ. Çамрăк, пурне те пĕлме, пикеннĕ ĕçе вĕçне çитерме ăнтăлакан  студента чăваш халăхне çутта кăларакан И. Яковлев, чăваш литературине тĕнче шайне çĕклекен К. Иванов пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ хавхалантарса янă. Студент чухнех вĕсем çинчен çырма ĕмĕтленни Юхмана пурнăç тăршшĕпех тăван халăх кун-çулĕпе ĕç-хĕлĕ пирки çырмалăх хăват панă. Иван  Яковлев, Константин Иванов пурнăçĕпе пултарулăхне çутатакан пилĕк кĕнекеллĕ роман çеç мар, чăвашсен авалхи  кун-çулĕпе, паттăрĕсемпе паллаштаракан  тĕнчери 140 ытла чĕлхене  куçарма юрăхлă хайлавсемпе шыравсем  парнеленĕ вăл çыруллă культурăна.
Тĕлпулăва килнĕ чăваш уйрăмĕн 5-мĕш курс студенчĕсене ытларах çыравçăн сăнар калăплас ăсталăхĕ кăсăклантарчĕ. Юхма Мишши вĕсене хайлаври сăнарсемпе сюжет еплерех йĕркеленсе аталаннине каласа кăтартрĕ. Çавăн пекех  ыранхи учительсене халăх çыравçин ют çĕршыв, тăванла халăхсемпе тытакан туслă çыхăнăвăн уйрамлăхĕсем те кăсăклантарчĕç. Чăваш халăх аваллăхне çутатакан хайлавсем еплерех çурални, тăван халăхăн авалхи  паттăрсен  сăнарĕсен чăн пурнăçри  прототипĕсем пирки еплерех çул-йĕрпе материал пухнине, тупнине, тĕпченине, шыранине ăнлантарни чăваш илемлĕ литературин историне шĕкĕлчекен  педуниверситет студенчĕсемшĕн кăсăклă пулчĕ. Кăçал кăна университет алăкĕсене уçнă пĕрремĕш курс студенчĕсене (тĕлпулура пĕрремĕшсемпе пиллĕкмĕш курссем пулчĕç) халăх çыравçи ăнăçу сунчĕ. Тăван литературăна хăйĕн пек юратма, хисеплеме, аталантарма пил пачĕ.
Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ,чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Н.Н. Осипов

Joomla templates by a4joomla