Авăн уйăхĕн тăххăрмĕшĕнче пире хамăр университетри И. Я. Яковлев музейне илсе кайрĕç. Çак музей - кунта чи пĕрремĕш йĕркеленни. Ăна уçма паллă патриархăмăрăн мăнукĕсем пулăшнă.
Эпир музея кĕрсенех Иван Яковлевича халалласа тунă пысăк палăка куртăмăр. Йĕри-тавра таса та çутă. Стенасем çинче картинăсем, Яковлевăн пурнăçĕпе çыхăннă сăн ÿкрчĕксем çакăнса тăраççĕ. Пÿлĕм варринче вара кантăкпа картланă сĕтел çинче ĕлĕкхи кĕнекесем выртаççĕ.
Пире музей ертÿçи Маргарита Васильевна кĕтсе илчĕ. Вăл питĕ Иван Яковлевич пирки кăмăллăн та ăшшăн каласа пачĕ. Чи малтанах Маргарита Васильевна унăн ачалăхĕпе çамрăклăхне сăнласа пачĕ. Каласа панă май вăл стена çинче çакăнса тăракан сăн ÿкрчĕксемпе паллаштарса пычĕ. Эпир пурте тимлĕн итлерĕмĕр. Унтан Маргарита Васильевна пире тепĕр пулĕме илсе кĕчĕ. Кунта вара педагогăн кĕнекисем упранаççĕ. Вĕсем пурте университетра вĕренекенсем туса хатĕрленĕ шкафсенче выртаççĕ. Кĕнекисем питĕ илемлĕ курăнаççĕ, содержани те вĕсем питĕ ăслă пулас. Çак кĕнекесене студентсем те илсе вулама пултараççĕ иккен. Çитес вăхăтра эпĕ те илсе вулас шухăшпа пурăнатăп.
И. Я. Яковлев музейĕ мана питĕ кăмăла кайрĕ. Эпĕ педагог пирки çĕнни тата нумай пĕлтĕм. Ман шутпа, çак музейра пурин те пулса курмалла, мĕншĕн тесен музей ертÿçи унта нумай-нумай çул ĕçлет, çавăнпа та вăл кашнинех Яковлевăн пурнăçĕ пирки тĕплĕн те кăсăклăн каласа пама хатĕр.
1-мĕш курсра
«Тăван чĕлхепе литература, вырăс чĕлхи» профильсемпе вĕренекен Гурьева Анна