hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Ольга Скворцова доцент Муркаш районĕнчи «Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан А.Г. Николаев ячĕллĕ вăтам шкулта» чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ вӗрентекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул çитнине, Раççей Федерацийĕнчи Вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 7-мĕш фестивале эксперт пулса хутшăнчĕ. Унта Чăваш енри ултă муниципалитет округĕнчи тата Тутар Республикинчи Сиктĕрме ялĕнчи вĕрентекенсем тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. «Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăртăва шкулта тĕрлĕ предметсене вĕрентекен 14 учитель хутшăнчĕ, вĕсем хăйсен урокĕсене чăвашла йĕркелесе кăтартрĕç. «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ăмăртăва хутшăнаканĕсем чăваш халăхĕн тĕрлĕ йăли-йĕркин уйрăмлăхĕсемпе паллаштарчĕç. «Сар каччăпа сарă хĕр» ăмартура 7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историпе культурине, чĕлхипе йăли-йĕркине еплерех пĕлнине ăс-тăн вăййинче çирĕплетсе пачĕç. «Тăвалла пулсан та малалла» ăмăртура шкул директорĕсемпе директор çумĕсем хăйсен проекчĕсене хÿтĕлерĕç. Унсăр пуçне тата «И. Я. Яковлев çулĕпе эпир те утатпăр» ятпа çавра сĕтел те иртрĕ, унта вĕрентекенсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Joomla templates by a4joomla