hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

 Нумаях пулмасть чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ Муркаш районĕнчи «Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ  паракан А.Г. Николаев  ячĕллĕ вăтам шкулпа» пĕрле «Вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсем вăя кĕнĕ тапхăрта чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ĕç-хĕлти çĕнĕлĕхсем» ятлă республика шайĕнчи семинар йĕркелесе ирттерчĕ. Унта Галина Брусова, Ольга Скворцова доцентсем, «Тăван чĕлхе тата литература, вырăс чĕлхи» профильсемпе вĕренсе пыракан 3-4-мĕш курс студенчĕсем,  шкул вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç. Семинар программи пуян пулчĕ. Калайкасси шкулĕнче студентсемпе преподавательсене çăкăр-тăварпа, кăпăклă та техĕмлĕ сăрапа тараватлăн кĕтсе илчĕç, шкулпа тата унти пуян музей пÿлĕмĕсемпе паллаштарчĕç. Ун хыççăн Калайкассинчи шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин учителĕ Шишкина Алевтина «Союзсене тĕрĕс çырасси» темăпа 7-мĕш класра урок ирттерчĕ. Вĕрентекенĕн пуян опычĕ, хăйне евĕрлĕ ĕçлес пултарулăхĕ, çĕнĕлле меслетсемпе ăслайсене аван пĕлни, ырă кăмăлĕ пурне те çийĕнчех тыткăна илме пултарчĕ. Алевтина Евгеньевна урокра кашни ачана унăн тыткаларăшĕпе шухăшлав уйрăмлăхĕсене шута илсе аталантарма май туса парас тесе тăрăшрĕ, тĕрлĕ йышши ĕç тĕсĕсемпе тухăçлă усă курчĕ. Урок студентсемшĕн çав тери усăллă пулчĕ. Муркаш районĕн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Шомик тĕп шкулĕнчи» чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина  Ямангеева урока пахаланă май А.Е. Шишкинан вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕнчи ытти курăмлă та палăруллă енĕсем çинчен савăнсах каласа кăтартрĕ.

Семинарăн пĕлтерĕшне пултарулăх лаççи те ÿстерчĕ.  Эльвира Владимировна, Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти сапăрлăх енĕпе ĕçлекен директор çумĕ, Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине ҫур сехетре пăхмасăр вĕренме май пуррине мнемотехника меслечĕ çине таянса кăтартса пачĕ тата чăваш чĕлхине вĕреннĕ чухне ятарлă схемăсемпе ĕçлени ачасен пĕлу шайне ÿстерме пулăшнине хăй туса хатĕрленĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

 

Joomla templates by a4joomla