hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тутар Республикин Элкел районĕн Сиктĕрме-Хусанкай ялĕ çумĕнче Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен Уявĕ иртрĕ. Ака-суха вĕçленнĕ ячĕпе ирттерекен авалхи Уява чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалларĕç.

Уяв тĕрлĕ мероприятипе пуян пулчĕ. Вĕсенчен пĕри – «Уяв пики-2022» конкурс. Конкурс тапхăрĕсене – визитка, чăваш халăх апат-çимĕçне кăтартни, творчество конкурсĕ – ăнăçлă парăнтарса конкурс çĕнтерÿçи И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче «Тăван (чăваш) чĕлхепе литература, вырăс чĕлхи» профильсемпе 2-мĕш курсра вĕренекен Кристина Данилова пулса тăчĕ.

Кристинăна чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр!

Joomla templates by a4joomla