Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Чăваш Республикинчи мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă шкул ачисемпе çамрăксен республика шайĕнчи «Паллă пулма тивĕçлĕ» наукăпа практика конференци иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ Чăваш халăхне, пирĕн республикăна чапа кăларнă паллă çынсемпе тата паянхи тава тивĕçлĕ ентешсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси, тăван ен историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене пултарулăх ĕçне анлăрах явăçтарасси пулчĕ.
Конференцине И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Николаевич Иванов профессор уçрĕ. Вăл пухăннă вĕренекенсемпе вĕрентекенсене çамрăксен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, тĕпчев-шырав ĕçĕнче малтанхи утăмсем тунăшăн тав турĕ, малашне те çав пархатарлă шыравра хастар пулма ăнăçу сунчĕ.