hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн  акт залӗнче И. Я. Яковлев «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул, çĕнĕ чăваш çырулăхне тунăранпа 150 çул  çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурс пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ. Залра пухăннисене университет ректорĕ Владимир Николаевич Иванов саламларĕ. Вăл Алина Макаровăна, Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕн Çĕнĕ Улхаш шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекенне,  тата  И.И. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ чăваш тата вырăс филологийĕн  факультечĕн  4-мĕш курс студентне  Кристина Кузьминана ятарлă парнесемпе чысларĕ. Конкурса  педагогика университечĕн студенчĕсем те хастар хутшăнчĕç, «Чи лайăх сăвă» номинацире Кристина Кузьмина, Татьяна Сапожникова, Мария Воробьева призерсен йышне лекрĕç. Эпир вĕсене конкурса хастар хутшăннăшăн тав тăватпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр!

 

 

 

 

 

Joomla templates by a4joomla