hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи  чăваш тата вырăс филологийĕн  факультечĕ ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина  ирттерчĕ.  Викторинăна Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вĕренÿ учрежденийĕсенчен, колледжсемпе техникумсенчен, аслă шкулсенчен пурĕ  2036 çын хутшăнчĕ. Вĕсем кашниех ыйтусене хуравланă хыççăн çийĕнчех хăйсен пултарулăхне тата  пĕлĕвне тивĕçÿллĕ хаклавлă сертификатсене тивĕçрĕс. Сертификатсене электрон майпа тÿрех уçласа илме пултарчĕç.

Онлайн викторина чăваш чĕлхине юратакансен йышĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине  вĕрентекенсене çитĕнекен ăрăва викторинăна явăçтарнăшăн пысăк тав калатпăр. Малашне те педуниверситет, факультет, кафедра ирттерекен ытти мероприятисене те хастар хутшăнасса шанатпăр.

Викторинăна хутшăнничен 18-шĕ чи пысăк 94,7 балл пухма пултарнă. Вĕсем çаксем: Григорьева Кристина, Ундрицова Оксана, Машанова Анастасия, Степанова Юлия, Высоцкий Антон, Симушкина Кристина,  Ергов Дима, Иванов Владислав, Ивакова  Ксения, Тихонова Дарья,  Гордеев Владимир, Максимова Карина, Ефимова Валерия, Тихонова Татьяна, Жукова Светлана, Матвеева Ольга. 18 ыйтуран 17-шне тĕрĕс хуравласа  89,47 балл пухакансем те йышлăн: Анна Демьянова, Светлана Андреева, Анна Платонова, Виктория Малышева, Елена Иванова, Лидия Александрова, Серафим Григорьев, Карина Якимова, Виктория Платонова, София Михатайкина, Валериия Никитина, Ангелина Шункова, Вадим Яковлев, Ирина Яковлева,  Андрей Корнилов, Дарья Григорьева, Таня Табакова, Виктория Денисова, Алевтина Дмитриева, Дмитрий Федотов, Андрей Степанов, Валентина Яковлева, Лиана Левина, Анастасия Клементьева, Софья Иванова, Дмитрий Яковлев, Даниил Харитонов, Кира Петрова, Алевтина Краснова, Лиана Харитонова, Татьяна Иванова, Федоров Артем, Ирина Петрова, Нина Семенова, Ангелина Никандрова,  Александр Алексеев, Александр Сапожников, Галина Алексеева, Анастасия Матвеева, Александра Чебоксарова, Ольга Лаврентьева. Онлайн викторина ыйтăвĕсенчен иккĕшне çеç хуравлайманнисен хисепĕ те сахалах мар. 60 яхăн вĕренекен 84,21 балл пухма пултарнă. Пурне те саламлатпăр. Малашне те тăван чĕлхепе литературăна вĕренес, вĕрентес ĕçре хастар пулма сунатпăр.

 

Joomla templates by a4joomla