hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Паян, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ «Чăваш пики – 2021» («Чувашская красавица – 2021») конкурс ирттерет. Ăмăрту пултаруллă çамрăксене пулăшас, чăваш культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе иртет.

Конкурса хутшăнма И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи тĕрлĕ факультетра вĕренекен чăваш хĕрĕсем хутшăнĕç. Пикесене экспертсем пур енлĕн хакласа вĕсенчен чи ăслине, чи пултаруллине, чи илемлине суйласа илĕç. Хакланă чухне пултарулăха, чăвашлăх туйăмĕ пуррипе çуккине тĕпе хурĕç, сцена культури, халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни, сăпайлăх, илемлĕх, тавра курăм – чăваш хĕрĕн чи паха енĕсене туллин кăтартма пĕлнине шута илĕç.

Конкурс 14.00 сехетре ЧППУн тĕп корпусĕнчи акт залĕнче иртет.

Пурне те ырă сунса кĕтетпĕр!!!

 

 

Joomla templates by a4joomla