hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи  чăваш тата вырăс филологийĕн  факультечĕ ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен чăваш чĕлхи кунне халалланă «Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина ирттерет.

Викторинăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем вĕренекенсен тăван чĕлхепе  литература пĕлĕвне анлăлатасси; çамрăксене тăван халахăн çыруллă, сăмах вĕççĕн çÿрекен  культурипе паллаштарасси;  тăван çĕре, патшалăха хисеплес туртăма  аталантарма тата ачасен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси; анне чĕлхи урлă вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси; ачасемпе çамрăксен чĕлхин сăмах пуянлăхне ÿстерме, ытарлăхĕпе сăнарлăх туйăмне аталантарма майсем туса парасси.

Викторинăна Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вĕренÿ учрежденийĕсен 7–11-мӗш класӗсенче, професси вӗренӗвӗн учрежденийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулсенче вӗренекенсене хутшăнма чĕнеççĕ. Сертификатсене электрон майпа тÿрех уçласа илме пулать.

Викторинăна хутшăнас кăмăллисен çак каçăпа кĕмелле https://onlinetestpad.com/hm325ee73rkwa

Joomla templates by a4joomla