hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Тĕнчипе паллă поэт, шухăшлавçă Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Николаевич Айхи (Лисин) çуралнăранпа кăçал 85 çул çитрĕ. Мухтавлă ентешĕмĕр эткерне сума сăвакансем хамăр çĕршывра кăна мар, ют патшалăхсенче те чылаййăн. Чăваш поэзийĕн сассине тĕнчене кăларнă поэтăмăр пултарулăхне тишкерес, тĕпчес, хаклас, çавăн пекех унăн ÿнерти пултарулăхĕпе халăха паллаштарас тесе республикăмăрта чылай ĕç турĕç, тăваççĕ те. Авăн уйăхĕн малтанхи çурринче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ  тĕнче шайĕнчи конференци йĕркелесе ирттерчĕ. Наци библиотеки те Г.Н. Айхи ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн пултарулăх хăйне евĕрлĕхĕсемпе паллаштаракан куравсемпе тĕлпулусем йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕлтерĕшлисем −  Геннадий Николаевича тата унăн  сăнарлă тĕнчин палăруллă енĕсене çутатакан сăн ÿкерчĕксен тата поэтăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе (кунта Айхи кĕнекисемпе ăна тĕрлĕ чĕлхене куçарса пичетленĕ ĕçĕсем, документсем, журналсемпе альбомсен т. ыт. те.) паллаштаракан куравсем. Асăннă куравсенче И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн пĕрремĕш курс студенчĕсем те пулса курчĕç. Вĕсене унта поэт-шухăшлавçă ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Айхи хăй усă курнă  япаласемпе ĕç хатĕрĕсем, килĕнчи архивĕпе библиотекин паха тĕслĕхĕсем  студентсемшĕн уйрăмах кăсăклă пулчĕç.

Joomla templates by a4joomla