hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Çак кунсенче Иван Яковлевич Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш тата вырӑс филологийӗн факультечӗн чӑваш уйрӑмӗнче 4 курсра вĕренекен студентсем тата чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин доценчӗ Николай Николаевич Осипов Алтай тăрăхĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем патне чăваш кĕнекисем ярса пачĕç. Нумаях пулмасть вĕсем «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ Алтай тăрăхĕнчи Кулундай районĕнчи Воскресеновка ялĕнче пурăнакан Мария Волкина çырăвĕпе паллашрĕç. Унта Алтайри йăхташăмăр чăваш кĕнекисем вулама кăмăлланине, хăйĕн ывăлĕсемпе мăнукĕсем амăшĕпе асламăшĕн чĕлхипе кăсăкланнине çырса пĕлтернĕ. Мария Волкина Самар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, пурнăç ăна Алтая илсе çитернĕ. Хальхи вăхăтра Алтай тăрăхне чăваш изданийĕсем сахал çитни пăшăрхантарать ăна. Вăл чăвашла вулама юратнине, Мария Волкина Самар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ чăваш пулнине шута илсе студентсем посылкăна Виктор Симаковӑн «Энциклопедия чувашских сёл Самарской области» кӗнекине, Василий Давыдов-Анатрин сăввисен пĕр пуххине, Ангелина Павловскаян «Вĕрене шывĕ те пылак» романне, Николай Ытарайăн «Алфавит - асăма вит» кĕнекине тата ытти кĕнекесемпе журналсене хучĕç. Студентсем посылка адресат патне çул тытнине сăнама та пикенчĕç.

Joomla templates by a4joomla