hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Февралĕн 27-мĕшĕнче пирĕн факультет студенчĕсем чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ, филологи наукисен кандидачĕ Николай Николаевич Осипов доцентпа пĕрле К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пулчĕç. Унта «Чăвашлăха – çăлтăр çулĕпе…» курав уçăлчĕ. Ăна чăваш халăх çыравçи, нумай повеçпе роман («Сӑпка юрри» (Колыбельная), «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать» (Звезда путеводная), «Хӗвелҫаврӑнӑш – ылтӑн ҫӳҫ» (Подсолнух-златоглав), «Хурӑн шывӗ» (Березовый сок), «Эрхип мӑнукӗ Эрхип» (Архип – внук Архипа), «Омежник – трава болотная», «Юхать юханшыв» (Течет река), «Шеремет», «Майра» (Красавица) и др.) авторĕ Лаврентий Васильевич Таллеров çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă. Кунта çыравçăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă документсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе, ал çырăвĕсемпе, кĕнекисемпе паллашма пулать. Курава уçма çыравçăсем, литературăпа культура ĕçченĕсем, юлташĕсем пынă. Студентсем кăмăлпах экспонатсемпе паллашрĕç, ЧР профессиллĕ писательсен союзĕн ертÿçин Максимов Геннадий Аркадьевичăн, Л.В. Таллеровăн хĕрĕн Татьяна Лаврентьевнан, литература тĕпчевçин, филологи наукисен докторĕн Юрий Михайлович Артемьевăн, Комсомольски районĕнчи Нĕркеçри вăтам шкул вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕн Надежда Кронидовнăн, Л.В. Таллеровăн 2-мĕш сыпăкри тăванĕн, аса илĕвĕсене итлерĕç. Чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн 3-мĕш курс студенчĕсем Иванова Валентина, Петрова Настя, Семенова Виктория Л.В. Таллеров повеçĕсемпе калавĕсенчен илнĕ сыпăксене вуласа пачĕç. Деканат курава хамăр факультетри ытти студентсене те илсе кайса кăтартма палăртрĕ.

Joomla templates by a4joomla