hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

«Чăваш чĕлхин тĕпчевçисем тата вĕсен ăслăлăх эткерлĕхĕ» çавра сĕтеле

Нарăсăн 26-мĕшĕнче чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ĕçченĕсемпе «Тăван (чăваш) чĕлхе тата литература, вырăс чĕлхи» профильсемпе вĕренекен 1-мĕш курс студенчĕсем Чăваш Республикин наци библиотекинче пулса иртнĕ «Чăваш чĕлхин тĕпчевçисем тата вĕсен ăслăлăх эткерлĕхĕ» çавра сĕтеле хутшăнчĕç. Ăна Н.П. Петров профессор çуралнăранпа 90 çул çитнине, А.С. Канюкова тата М.Р. Федотов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă. Ларăва Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Г. А. Дегтярёв пуçларĕ. Ларăва хутшăнакансем паллă тĕпчевçĕсен чăваш чĕлхине аталантарас ĕçри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç, вĕсен ĕçне малалла тăсма сăмах пачĕç. Студентсемшĕн ку çавра сĕтел питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.

 

 

Joomla templates by a4joomla