hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Хисеплĕ çыннăмăр, Александр Иванович!

Эпир, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн ĕçченĕсем, студенчĕсем, Сире сумлă менельникпе чунтан-чĕререн ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, ăраскаллă кунсемпе ăнăçуллă самантсем сунатпăр.
80 çул каялла Эсир çак çут тĕнчене килни çинчен хăвăр уçă сассăрпа пĕлтернĕ те тăван тавралăх хĕпĕртенипе 77 тĕрлĕ сасăпа юрласа янă. Çав сасăсем Сирĕн ăша сăрхăнса кĕрсе пурнăç техĕмне туйса илме май панă. Эсир вара мĕн пĕчĕкрен çут çанталăк чĕлхин вăрттăнлăхне чухласа ÿсни куç кĕрет, мĕншĕн тесен Сирте ылтăн хĕвелĕн ырă хевтийĕ, янкăр тÿпен тасалăхĕ, хура çĕрĕн илпеклĕхĕпе чăтăмлăхĕ, çил ачисен харсăрлăхĕ, вутăн хĕрÿлĕхĕ, çăлкуç шывĕн сипетлĕхĕ тапса тăнине кирек кам та çийĕнчех ăнкарса илет. Ахальтен мар ĕнтĕ Сирĕн лирикăлла хайлавăрсенчи герой та чунра Хĕвел çутине упрать. Апла тăк Эсир çак çĕр çине ахальтен килмен. Пирĕн шухăшăмăрпа, Эсир Çеçпĕл ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртекенĕсенчен пĕри пулса тăратăр. Турă Сире чăваша сыхлама, унăн пурнăçне аталантарма, чăваш тĕнчин пуянлăхĕпе паллаштарма янă. Çакна Эсир кун-çулăр тăршшĕпе хăвăр ĕçĕр-хĕлĕр урлă çирĕплетсе патăр.
Сирĕн пурнăç çулĕ сарлака та тÿрĕ, кăткăс та пархатарлă. Сире ăнтăлупа тăрăшулăх, талпăну ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тума пулăшнă. Эсир – «Вăрçă ачи», Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕ, аспирант, хаçатçă, пединститут преподавателĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕн пĕрремĕш деканĕ. Сирĕн ĕçĕл-хĕлĕр пирĕншĕн кăна мар, нумай-нумай чăваш çыннишĕн чăннипех те ăмсанмалла тĕслĕх пулса тăрать.
Ыйхă татса статья хыççăн статья çыратăр, сăвă хыççăн сăвă шăрçалатăр, пуç çĕклемесĕр кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплатăр. Эсир чăваш халăх сăмахлăхĕпе литературин чи çивĕч ыйтăвĕсене тĕпчетĕр, вĕренÿ программисемпе кĕнекисем хатĕрлетĕр, вĕсене пĕлмен, тытса вуламан çын çук та пулĕ.
Пĕлетпĕр, Эсир тунă çитĕнÿсемпе çырлахса ларакан этем мар, Сирĕн тĕпчемелли, çырмаллли татах та нумай. Çавăнпа Сирĕн сывлăхшăн, Сирĕн чунăрта улăп вăй-хăвачĕ ан иксĕлтĕр тесе эпир кĕл тăватпăр. Хальхи пекех ялан сапăр, вашават, харсăр пулăр. Малашнехи пурнăç çулĕ çутă та такăр пултăр, юнашар ялан юратнă çынсем пулччăр, ачасемпе мăнуксенчен ырлăхпа сăвап курăр! Тавах Сире! Эпир Сирĕнпе мухтанатпăр!

Joomla templates by a4joomla