hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

ĂСЛĂЛĂХ КОНФЕРЕНЦИЙĔ

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ патриархăмăр ятне çÿлте тытать, унăн вĕрентÿри çитĕнĕвĕсемпе опытне паянхи кун та анлăн усă курать. Юпан 25-мĕшĕнче И.Я. Яковлев йĕркеленĕ Чĕмпĕрти пĕрремĕш чăваш шкулĕ уçăлнăранпа 150 çул çитнине халалланă «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн эткерĕ тата чăваш чĕлхипе литературин тата вĕсене вĕрентес ĕçĕн çивĕч ыйтăвĕсем» ятлă регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Конференцие чăваш чĕлхипе литератури кафедри тата И. Я. Яковлев музейĕ йĕркелерĕ.
Конференцине тĕпчевçĕсем, аслă шкул вĕрентÿçисем, чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине ача садĕнче, шкулта вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем И.Я. Яковлев тата вăл уçнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн еткерĕ паянхи вĕрентÿ ĕçне еплерех витĕм кÿнине, педагог-просветитель пултарулăхне вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче малашне те анлăн усă курмалли мелсемпе меслетсене сÿтсе яврĕç. Регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцине Тутар Республикинчи Теччĕ, Пăва тата Çĕпрел районĕсенчи шкулсенче ĕçлекен пултаруллă вĕрентекенсем те хутшăнма кăмăл турĕç. Иван Яковлевич çуралса ÿçнĕ Кăнна Кушкинчи И.Я. Яковлев ячĕллĕ тĕп шкул вĕрентÿçи Новикова Альбина Артуровна, ентешĕ, чăваш халăхне панă халала, шкулта вĕрентес ыйтăва тишкерчĕ

 

Joomla templates by a4joomla