hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн чăваш уйрăмĕн виççĕмĕш курс студенчĕсем чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Николай Николаевич Осипов ертсе пынипе паллă чĕлхеçĕ, литературăпа ÿнер тĕпчевçи, обществăпа политика ĕçченĕ, Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ президенчĕ Атнер Петрович Хусанкай 70 çул тултарнине халалланă «Чăн чăваш филологийĕ: иртнĕ ĕмĕр ăслăлăхĕ е пирĕн пуласлăх?» çавра сĕтел ларăвне хутшăнчĕç. Вăл Чăваш Республикин наци библиотекинче савăнăçлă тата ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ.
Атнер Петровичăн чăваш литератури пĕлĕвĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Вăл - нумай тĕпчев ĕçĕпе хаклав авторĕ. Çавра сĕтел тавра пуçтарăннисем юбилярăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕн витĕмĕ чăвашлăха аталантарас ĕçре калама çук пысăк пулнине палăртрĕç. Николай Николаевич Атнер Петровича факультет ячĕпе саламларĕ, Катя Чугарова, Евгения Петрова тата Катя Силерова студентсем Петĕр Хусанкай Атнер ывăлне халалланă «Ывăлăма» сăвва илемлĕ вуласа пачĕç. .

Joomla templates by a4joomla