hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Константин Иванова асăнса

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕ чăваш халăхĕн историне чаплă сăвăç Константин Васильевич Иванов çуралнипе кĕрсе юлнă. Паян ăна асăнса унăн палăкĕ умĕнче савăнăçлă ĕç-пуç иртрĕ. Унта чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕн студенчĕсем те хутшăнчĕç: «Нарспи» сыпăкĕсене вуларĕç, чечек çыххи хучĕç.
Уява уçнă май ăна йĕркелекен Валери Туркай Константин Ивановăн чăваш культурине аталантарас ĕçри тÿпи вышкайсăр пысăк пулнине палăртрĕ, унăн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче упранасса шантарчĕ. Уява пухăннисене саламласа Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ К. Г. Яковлев, паллă сăвăçсем Р. В. Сарпи тата С. В. Асамат, профессиллĕ писательсен канашĕн председателĕ Г. А. Максимов, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн ертÿçи Г. В. Козлов, культурологи докторĕ В. А. Васильев тухса калаçрĕç. Савăнăçлă уявра кăмăл тăвакансем пурте «Нарспи» поэма сыпăкĕсене вулама пултарчĕç.

Joomla templates by a4joomla