hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

 

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче тăван халăха çутта кăлараканăмăр çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланнă «И. Я. Яковлевăн еткерĕ тата чăваш чĕлхин, литературин, вĕсене вĕрентес меслетлĕхĕн çивĕч ыйтăвĕсем» ятлă Раççей шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ пулса иртрĕ. Конференци ĕçне аслă шкулăмăрти ăслăлăх енĕпе ертсе пыракан проректор, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, Татьяна Николаевна Петрова профессор уçрĕ. Вăл И. Я. Яковлевăн халалĕсем вĕрентÿ ĕçĕнче, ăслăлăхра тата сапăрлăх ыйтăвĕсене пурнăçласа пырас ĕçре пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Конференцие тĕрлĕ регионти ăслăлăх çыннисем хутшăнчĕç. Секци ларăвĕсенче чĕлхе, литература тата вĕсене вĕрентес меслетлĕхĕн çивĕч ытăвĕсене сутсе яврĕç.

Joomla templates by a4joomla