hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

 

И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри 2018 çулхи нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Митта – чăваш поэзийĕн мухтавĕ» ятпа регионти наукăпа практика конференцийĕ ирттерчĕ. Конференцине хутшăнма хамăр республикăран кăна мар, тутар тата пушкăрт çĕрĕсенче тĕпленнĕ чăвашсем те (кĕретсĕр – заочнă) кăмăл турĕç. 
Ваçлей Егорович Митта пултарулăх тупсăмĕ паян кун та тĕпчевçĕсене шухăшлаттарать, çамрăксене ăслă, хăюллă, маттур пулма вĕрентет, вулакансен чĕрине ырă вăрлăх акать. Ун хайлавĕсенче ăшă та сăпайлă, вашават та тÿрĕ чунлă кăмăл ялкăшса тăрать. Митта пултарулăхĕн хěлхемěпе шăранса тухнă сăввисемпе поэмисене шкул программине те кĕртнĕ. Çавăнпа та конференцине хутшăнма кăмăл тунисен йышĕнчен пысăк пайĕ, шăпах, шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем. Апла пулин те вăтам тата аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенчен чылай заявка килнĕ, тĕпчевçĕсемпе çыравçăсем, чăваш поэзийĕн паянхи анинче тăрăшакансем, библиотека ĕçченĕсем, студентсем пуçтарăнчĕç чăвашпа вырăс филологийĕн факультетне. 
Чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Осипов Н.Н. конференцине уçнă май Митта Ваçлейĕн тăван литература аталанăвĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Митта чăваш поэзийĕн мухтавĕ çеç мар, вăл тăван сăмахлă культурăн чысĕ, хисепĕ те пулнине палăртрĕ. Унтан та ытла Митта çынлăх, тÿрĕлĕх, чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх символĕ, чăн-чăн çын, поэт иккенне асăнчĕ. Чăвашпа вырăç филологийĕн факультечĕн чăваш уйрăмĕнче 2,4-мĕш курссенче вĕренекен студентсем Митта сăввисене вулани ăслăлăхпа практика конференцине литература, поэзи варкăшĕ кĕртрĕ. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Иванович Мефодьев хăйĕн ентешĕпе Митта Ваçлейĕпе пĕрремĕш хут ăçта тата еплерех лару-тăрура тĕл пулнине аса илчĕ. Митта Ваçлейне, унăн пултарулăхне Юхмапа Пăла хутлăхĕнче пурăнакансем ХХ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчех сума сунине, хисепленине, поэт кĕрешÿçĕре хăйсен малашлăхне курнине каласа пачĕ. Патăрьел район (ун чухне Первомайски) хаçатне никĕслесе-йĕркелесе янинче, унăн малтанхи номерĕсене редакцилесе, кăларса тăнинче Митта Ваçлейĕн тÿпи калама çук пысăк пулнине палăртрĕ.
Митта Ваçлей ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн доценчĕ, чăваш литератури вĕренÿ кĕнекисен авторĕ Надежда Григорьевна Иванова Васиилй Егорович чăн-чăн чăваш поэчĕ çеç мар, вăл литературăпа искусства ĕçченĕсен пултарулăх орентирĕ пулнине пирки каласа пачĕ. Н.Г. Иванова Митта Ваçлей ячĕллĕ премине йĕркелесе ăна кама тата мĕнле ĕçсемпе чапа тухнăшăн панине, лауреатсемпе тата вĕсен ĕçĕ-хĕлне туллин куç умне кăларса тăратакан çул кăтартмăшĕпе паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра чăваш поэзи анинче ырми-канми тăрăшакан, чылай çул хушши Республикăмăрти литературăпа искусствăн чăвашла тухса тăракан пĕртен-пĕр журналĕн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ Василий Кервен поэтăн та Миттана пуç таймалли сахал мар. Василий Гаврилович та Митта ентешĕ, пултаруллă поэт уçнă район хаçатне, «Авангарда», сăвă-хайлав çырса тăнинчен çыравçă çулĕ çине тухнă. Ку çеç те мар, Василий Егоровичăн амăшĕ Упамса хĕрĕ, Василий Гавриловичсене аякран тăван та тивнине тĕпчесе пĕлнине асăнчĕ. Паянхи чăваш литературин тăрăмĕ, шăпи пăшăрхантарнине пытармарĕ Кервен. Чăваш çыруллă культурине поэт ятпа кĕме ăнтăлакансене Митта пултарулăхĕн шайĕпе виçме сĕнчĕ хăйсен çырни тунине. Çĕнĕ Шупашкарти Митта Ваçлей ячĕллĕ 20-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем (Иванова Е.Г., Ишмуратова Л.В., Фадеева Е.Г., Волченкова М.В.) конференцине тĕплĕ хатĕрленсе килнĕ. Хайсем ĕçлекен шкул Митта Ваçлей ятне чăннипех те çÿлте тытса пынине ĕçпе кăтартса пачĕç. Шкул музейĕнче Митта Ваçлей пурнăçĕпе пултарулăхĕн кĕтесĕ чи пуянни тата асли пулнине, унти экспонатсенчен нумайăшĕ поэтпа тÿрремĕнех çыхăннине асăнчĕç. Ачасене пĕлÿпе воспитани панă чухне музей пысăк пулăшу кÿнине, музея килекенсене Митта Ваçлейĕ хăй ачисем валли туяннă пианинăпа кăсăкланнине палăртрĕ музей ертÿçи Л.В. Ишмуратова. Асăннă шкулта вăй хуракан Митта Ваçлейĕн çывăх тăванĕ (Митта Петĕрĕн мăнукĕ) Марина Васильевна Волченкова докладне уйрăмах кăсăкланса тимлерĕç конференцине хутшăннисем. Марина Васильевна вĕрентÿ ĕçĕнче тăванĕн хайлавĕсемпе епле усă курнине, паллă поэтăмăр хайлавĕсене вырăсла куçарас ĕçре мĕнлерех мелсемпе тата меслетсем усă курнине, Миттасен йăх-несĕлĕпе тата паянхи ăрăвĕн тăрăмĕпе паллаштарчĕ. Тĕнчипех паллă, хисеппе чыс, сум çĕнсе илме пултарнă тăванĕн «Авалхи садăмра» сăвви тăрăх ачасем тунă ÿкерчĕксемпе, сăвва йĕркепĕрĕн куçарнин янравлăхĕпе тата сăнарлăхĕпе паллаштарчĕ.
Наци библиотекин наци литературипе библиографи пайӗн пуҫлӑхӗ Г.П. Соловьевапа В.Г. Григорьева библиотекарь «Интернет (цифра) ĕмĕрĕнче В. Митта пултарулăхне упраса хăварасси» («Сохранение литературного наследия В. Митты в цифровую эпоху») тата «Ман сассăм – хурçă пек янравлă» («Мой голос – как звенящая сталь») тунă докладсем пуриншĕн те усăллă пулчĕç. Конференцине вĕçлекенсем Шупашкарти 61-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем пулчĕç. Чăваш чĕлхипе литератури учителĕ Л. Н. Александрова ертсе пынипе Васильев Михаилпа (4-мĕш класс вĕренекенĕ) Пиманова Ульяна (2 класс) Митта Ваçлей сăввисене чăвашла янраттарчĕç.
Ăслăлăхпа практика конференцине хутшăнакансем Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ нумай енлĕ, вăл поэзире кăна мар, прозăра та хастар ĕçленине, унăн «Хисеплĕ вилĕм», «Чĕлĕм Мĕкĕти», «Лав хыççăн лав», «Кăçалхи калăм», «Мур», «Ватти», «Мамăк утравĕ», «Çамрăкки» тăван литературăн фондне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнине палăртрĕç. Конференцинче сÿтсе-явнă тата сĕннĕ ĕçсене пичетлесе кăларма йышăну турĕç.

Joomla templates by a4joomla