hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Валери Туркай кăларнă    Китай поэчĕсен  «Ылтăн чечек» тата Александр Пушкинăн «Чĕрем ман юлĕ сирĕнпе» кĕнекесен хăтлавĕ пулчĕ. Асăннă кĕнекесене Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай чăвашла куçарса пичетленĕ. Кĕнекесем тин çеç кун çути курнине пула студентсем хавхалансах унта пичетленнĕ хайлавсемпе паллашрĕç, куçарусен пахалăхне сăнарĕç. Çавăн пекех поэт студентсене хăйĕн сăввисене те вуласа пачĕ, чăваш чĕлхипе литературин пулас учителĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Халăх поэчĕ педуниверситетăн ăслăлăх библиотекине хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Хăтлав-тĕлпулу питĕ усăллă пулчĕ.

Joomla templates by a4joomla