hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне халăх йышлă пухăнчĕ. Вĕсем кунта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017» акцие хутшăнма пуçтарăнчĕç. Ăна Чăваш Енри Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Ĕç-пуç яланхиллех залра чăваш халăхĕн гимнĕ „Аки-сухи“ янранинчен пуçланчĕ. Диктант çырма пухăннисене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн проректорĕ, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Татьяна Николаевна Петрова, Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Николаевна Федорова саламласа ăнăçу сунчĕç. Кăçалхи диктант текстне паллă этнопедагогăн Геннадий Никандрович Волковăн „Ăслă ача“  хайлавĕнчен илнĕ.  Ăна вулаканĕсем - Шупашкар хулин 60-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Александрова Наталия Викторовна тата Шупашкар хулин 50-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Кузьмин Валерий Алексеевич пулчĕç. 

 

 

Joomla templates by a4joomla