hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа 2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси. Пĕтĕм чăваш диктантне икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать: хăнăхнă мелпе тата радио итлесе. Хăнăхнă мелпе çырма кăмăл тăвакансене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201-мĕш пÿлĕм) 12 сехет те 50 минут тĕлне кĕтетпĕр. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акцие Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын хутшăнасса шанатпăр.

 

Joomla templates by a4joomla