hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультечӗ чӑваш чӗлхипе литературине, культурине аталантарас, вӗренӳ заведенийӗсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес, хутшăнăва вăйлатас тӗллевпе «Ăслӑлӑх кунӗсен» йĕркипе килӗшӳллӗн "Чӑваш халӑхӗн чӗлхи, литератури тата культури“ ятпа турнир ирттерчĕ. Чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин ертÿҫи Т.В. Денисова пухăннисене факультет ячĕпе саламласа пурне те ăнăçу сунчĕ, çакнашкал тĕлпулусем пире малалла аталанма  пулăшнине палăртрĕ. Турнир «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» вăйă мелĕпе иртрĕ. Ăна ертсе пыма пирĕн патăмăра ăс-тăн вăййисен  юхăмне республика шайĕнче йĕркелесе пыракан Алексей Пантелеймонов килчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, кунашкал вăййа пирĕн тăрăхра чылай выляççĕ, анчах та паян пуçласа ку вăйă чăвашла иртет.  Ҫӗнтерӳҫӗ ятне илес тесе тӑватӑ ушкӑн кӗрешрӗ. Турнира И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен "Чалт кӑна!" (ертÿçи – О.Г. Владимирова), Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнчен "Туслăх хĕлхемĕ" (ертÿçисем – Н.В. Доброва, С.Г. Морозова) ушкӑнсем килсе ҫитрӗҫ. Историпе филологи факультечӗн чысне вара икӗ ушкӑн ("Ҫулӑм" тата "Ҫӑлтӑрсем") хӳтӗлерӗ. Турнир ыйтăвĕсене чи нумай тӗрӗс хурав парса "Ҫулӑм" ушкӑн малти вырӑна тухма пултарчӗ. Ытти ушкӑнсене ҫӗнтерӳҫӗсенчен 1-2 балл ҫеҫ уйӑрса тӑчӗ. 

 

Joomla templates by a4joomla