hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

 

Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн историпе филологи факультечĕ Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Тури Туçа вăтам шкулĕ» муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕренÿ бюджет учрежденийĕпе пĕрле «Вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсем вăя кĕнĕ тапхăрти чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ĕç-хĕлти çĕнĕлĕхсем» ятпа республикăри ăслăлăхпа практика семинарне ирттерчĕ. Ку ĕçе чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕсем Брусова Г. Ф., Артемьева Т. В. хатĕрлерĕç.  

Семинарăн пĕрлехи ларăвне Тури Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Шашкин Петр Геннадьевич ертсе пычĕ. Семинара уçнă май вăл  пухăннисене ăшшăн саламларĕ, тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ĕç-хĕлпе йĕркеленĕ калаçу тухăçлă иртессе, çав вăхăтрах пуриншĕн те усăллă пуласса шантарчĕ.  Семинар ĕçне Патăрьел район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн методисчĕн, Елена Софроновна Перепелкинан, сăмахĕ илем кÿчĕ. Вăл тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ыйтупа йĕркеленĕ семинар çак шкулта иртни питех те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, çак шкулăн чăваш чĕлхипе литературине, культурине аталантарас тĕлĕшпе туса пыракан ĕçĕ-хĕлĕ çав тери пысăк пулнине, пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ. Çакăн хыççăн семинара хутшăнакансене Тури Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă, халĕ И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕн, Галина Федоровна Брусован, салам сăмахне илтме кăмăллă пулчĕ. Шкул ачисен саламĕ те семинара пуçтарăннă хăнасене тыткăнларĕ, пурте ачасен пултарулăхĕпе чунтан киленчĕç.

Семинар ĕçĕ малалла уçă урокпа тăсăлчĕ. Ăна Валентина Петровна Яковлева V класра «Синоним», «Антоним», «Омоним» темăсене пĕтĕмлетсе «Тăван чĕлхене упрар, ăна аталанма пулăшар» темăпа ирттерчĕ. Урокпа ачасем те, вĕрентекенсем те кăмăллă пулчĕç. Семинара хутшăннă ĕçтешсем 

В. П. Яковлева урокра Федарацин патшалăх стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене тухăçлă усă курнине палăртса хăварчĕç.

Çавăн пекех семинара хутшăнакансем Тури Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти XI класра вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç. И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрес текенсен мĕнле уйрăмлăхсене шута илмелли çинчен филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ, 

И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Алина Давыдовна Ахвандерова каласа пачĕ. 

Семинар тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес ĕçре вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсем вăя кĕнĕ тапхăрти çĕнĕлĕхсене практикăлла майпа курса тишкернĕ хыççăн ăслăлăх ыйтăвĕсене сÿтсе явасси çине куçрĕ. Чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхене ик чĕлхелĕх тата нумай чĕлхелĕх тапхăрĕнче вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем пирки педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ, 

И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Тамара Васильевна Артемьева, чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхе урокĕсене вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕпе килĕшÿллĕ йĕркелессин уйрăмлăхĕсем çинчен педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Галина Федоровна Брусова, вăтам классенче ачасен çыхăнуллă тăван пуплевне аталантармалли тухăçлă мелсем пирки Пăлапуç Пашьелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учителĕ Никитина Светлана Петровна, тăван чĕлхене вĕрентнĕ май ачасене тĕпчев ĕçне явăçтарас ыйтупа Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учителĕ Иванова Марина Ивановна тата ыт. те курăмлăн каласа пачĕç. Çавăн пекех семинара хутшăнакансене Тури Туçари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директор çÿмĕ Мулюков Петр Васильевич шкул историйĕпе паллаштарчĕ.

Семинар ĕçне пĕтĕмлетнĕ май учительсен кăмăлне каллах ачасен   саламĕ чуна сар хĕвел пек ăшăтрĕ. «Çакăн пек ачасем пур чухне начарри çинчен пĕрре те шухăшлас килмест.  Кашни ачан сăмахĕ ахах мерчен пек янăрарĕ», – терĕç семинара хутшăнакансем. Вĕренекенсем каланă шухăшсене тăван чĕлхепе, анне чĕлхипе çеç çавăн пек калама пулнине вĕрентекенсем тепĕр хут çирĕплетрĕç, малашлăха шута илсе пуласлăхшăн татах та тăрăшса ĕçлеме пулчĕç, семинар çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕç, ăна йĕркелеме пулăшакансене тав турĕç.  

 

Joomla templates by a4joomla