hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

2017 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Николай Николаевич Осипов Çĕмĕрле районĕнчи И.Н. Ульянов ячĕллĕ Хутарти вăтам шкулта пулчĕ. Атăл тăрăхĕнчи шкулсен инспекторĕ XIX ĕмĕртех уçнă шкул паянхи кун та Аслă вĕрентекенĕмĕр ятне çÿлте тытас тесе куллен тăрăшать. Кунта çитĕнекен  ăрăва  пĕлÿпе  воспитани парас ĕçе çÿллĕ шайра пурнăçласа пыраççĕ. Ачасене пурнăç çулĕ çине тухма, хăйсене кăмăла каякан профессине суйласа илме майсем туса параççĕ.  Шкулпа сывпуллашса алла аттестат илме ĕмĕтленекен 11-мĕшсем Чăваш Республикинчи чи сумлă аслă шкул доценчĕпе тĕл пулма пурте пуçтарăнчĕç. Николай Николаевич яш-кĕрĕме хамăрăн Аслă çутавçăмăр И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн паянхи пурнăçĕпе,  республикăмăрти чи сумлă  аслă шкулăмăр тăван халăх валли пултаруллă та ăста педагогсем еплерех  хатĕрленине, хăй тăрăшакан историпе филологи факультечĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Николай Николаевич 2017 çулта педуниверситета вĕренме кĕмелли йĕрке çинчен каласа пачĕ, хăйсен пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçпе çыхăнтарма кăмăл тăвакан паянхи шкул ачисен ыйтăвĕсене хуравларĕ.  

 

Joomla templates by a4joomla