hist_front_applause.jpghist_front_memory.jpghist_front_orange.jpghist_front_science.jpg
Уроки по Joomla можно найти здесь: http://joomla25.ru/
Шаблоны Joomla 2.5 здесь: http://joomla25.ru/shablony/

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литература кафедринче «Вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсем вăя кĕнĕ тапхăрта чăваш чĕлхипе тата литературипе класри тата класс тулашĕнчи ĕç-хĕле йĕркелесси» ăста класс иртрĕ. Ку ĕçе кафедра доценчĕсем  Артемьева Т. В., Брусова Г. Ф, Скворцова О. В. хатĕрлерĕç. Ăста класа историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕн студенчĕсемпе республикăри шкул учителĕсем хутшăнчĕç. Тĕл пулăва Шупашкар районĕнчи Салапайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти Шишкина Алевтина Евгеньевна, Шупашкар районĕнчи Тутаркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Ишова Альбина Валентиновна, Шупашкарти 17-мĕш шкулти Кабирова Светлана Ивановна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем килчĕç. Вĕсем студентсене чăваш чĕлхипе класри тата класс тулашĕнчи ĕç-хĕле çĕнĕ стандартпа килĕшÿллĕн епле йĕркелемеллине кăтартрĕç. Студентсем çакăн пек пуян опытпа паллашма май пулнишĕн кăмăллă пулчĕç. Пултаруллă вĕрентекенсен ăсталăх мулĕ вĕсемшĕн малашнехи вĕренÿре питех те усăллă пулĕ.

 

 

Joomla templates by a4joomla